Канаш районӗнчи Вӑрманкас Енӗш ялӗнче пурӑнакан вӑйпитти арҫын пӑтӑрмаха икӗ хутчен ҫакланнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, ун пирки пакунлисене килтисем евитленӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫавскер йӗрке хуралҫисемпе пуҫтахланма именмен.
Пакунлисем киле пыни тарӑхтарнӑран вӑл вӗсене хирӗҫ сенӗкпе сиксе тухнӑ. 38 ҫулти арҫын ҫивӗч вӗҫлӗ ӗҫ хатӗрӗпе чикессипе хӑратнӑ. Пакунлисем арҫынна тытса чарса аллине сӑнчӑрланӑ. Кайран ӑна йӗрке хуралҫисем хӑйсемпе лартса кайнӑ.
Йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнӑ арҫынна 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать. Пуҫиле ӗҫе Канаш районӗнчи суд пӑхса тухӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канаш районӗнче 79 ҫулти арҫын килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл хавшакрах пулнӑ, питӗ япӑх илтнӗ, лайӑх курман, ҫухалса кайма пултарнӑ.
«Лиза Алерт» хастарӗсем ӑна талӑкран шырама тытӑннӑ. Вӗсем вӑрмансенче, уй-хирте, пӗвесемпе юханшыв хӗрринче шыранӑ. Ватӑскере ҫӑлма ӗлкӗреймесен те пултарнӑ-ҫке-ха, унӑн сывлӑхӗ япӑх пулнӑ.
Ҫӗрле те шырав ӗҫӗ чарӑнман. Ҫур ҫӗр иртсен такамӑн сассине илтнӗ. Анчах вӑл ҫухалса кайнӑ урӑх ҫын пулнӑ. Ӑна хӗрӗ патне леҫнӗ те каллех шырама пуҫланӑ.
Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче арҫынна тупнӑ. Вӑл шӑнса хытнӑ, ҫӑварӗ типнӗ. Анчах чи кирли – вӑл чӗрӗ пулни.
Канаш районӗнчи Сиккассинче хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Ӑна вакласа пенӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ.
Хӗрарӑм 59 ҫулта пулнӑ. Унӑн виллине юханшыв хӗрринче тупнӑ. Ывӑлӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗлтӗр раштавӑн 11-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Следстви версийӗ тӑрӑх, ӑна тӑванӗ вӗлернӗ.
Ҫав кун хӗрарӑм Сиккассинче тӑванӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӗсем эрех ӗҫнӗ те хирӗҫсе каҫнӑ. Арҫын хӗрарӑма пуҫӗнчен пуртӑпа икӗ хутчен ҫапса вӗлернӗ. Унтан вилене пахчана илсе тухнӑ, вакланӑ та 3 миххе чикнӗ. Вӗсене юханшывра вак касса пенӗ.
Канаш районӗнче пыл квасӗ туса кӑларакан лини ӗҫлесе кайнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнчи «Мелилотус» тирпейлекен кооператив уҫнӑ. Продукцие «Чӑваш пылӗ» ятпа сутӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Правительстви ял хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлекен предприятисене пулӑшать. Канаш районӗнчи потребитель кооперативӗ грантпа 40 миллион тенкӗллӗ пулса тӑнӑ. Вӑл укҫапа пурлӑхпа техника базине аталантарма, ҫӗнӗ производство корпусӗ хӑпартса лартма, хальхи вӑхӑтри оборудовани туянма май килнӗ. Ял ҫыннисемшӗн те лайӑх. Вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлнӑ.
Ӗнер Канаш районӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ҫунса кайнӑ.
«Провинцивиль» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, 1935 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм анкартинче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Хайхискер сарӑмсӑр вилнӗ: ӑнсӑртран такӑннӑ та кӑвайт ҫине ӳкнӗ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Паян Чӑваш Ен Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн председательне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Олег Яковлев йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Олег Яковлева 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин Ямал-Ненецк автономи округӗнчи управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ. Унччен вӑл Чӑваш Ен ШӖМӗнче министр ҫумӗ пулнӑ. Олег Николаевич — чӑваш, Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑччӗ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ.
Канаш тӑрӑхӗнчи «Канаш» тата «Канаш Ен» хаҫатсене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче йышлӑ вулаҫҫӗ. «Контактра» вӗсен 7,3 пин тус, «Пӗркласрисем» ушкӑнра — 5,6 пин, «Instagram»-ра — 5,3 пин. Унсӑр пуҫне «Яндекс Дзен»-ра тата Фейсбукра каналсем уҫнӑ. «ТикТокра» та хӑйсен тусӗсене шыраҫҫӗ.
Канаш район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Людмила Шурекова тӗнче тетелӗсӗр хальхи вӑхӑтра май ҫук тесе шухӑшлать, ҫавӑнпа мӗнпур майпа тулли усӑ курма тӑрӑшнине пӗлтерет.
«Пичет кӑларӑмӗсен, сайтӑн, халӑх ушкӑнӗсен аудиторийӗ пачах расна. Апла пулин те эпир хыпарсене кашни патне ҫитерме тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑн валли тӗрлӗ ҫӑлкуҫпа усӑ куратпӑр», — тенӗ Людмила Шурекова «Чувашинформ.рф» сайта.
Канаш районӗнчи хаҫатра ӗҫлекен Артемий Мясников журналиста «ТикТокра» аван пӗлеҫҫӗ. Халӗ унӑн — 89,5 пин подписчик. Цифра кунсерен ӳсет тесе пӗлтерет «Чувашинформ.рф» сайт. Артемий ку эрнере вырнаҫтарнӑ видеоролика ҫынсем 6,1 миллион хутчен пӑхнӑ.
Артем сюжетлӑ роликсем вырнаҫтарма кӑмӑллать. Чылай чухне юлташӗсемпе пӗрле ӳкерет. Унӑн видеороликӗсене хамӑр тӑрӑхри ҫынсем ҫеҫ мар, Казахстанри, Беларуҫри, Украинӑри тусӗсем те пӑхаҫҫӗ. Комментари ҫыракансем хушшинче Индонезири, Африкӑри, араб тата Ази ҫӗршывӗсенчи ҫынсем пур.
Хӑйӗн страниципе пӗрлех Артем «TikTok» хаҫат редакцийӗн аккаунтне те тытса пырать.
Чӑваш Енре нумаях пулмасть тӑватӑ кашкӑра тытнӑ. Вӗсене сунарҫӑсем персе вӗлернӗ. Ҫакна Ҫутҫанталӑк министерстви вӗлернӗ тискер чӗрчунсен тирне маркировка туни те ҫирӗплетнӗ.
Маркировкӑна сунарҫӑсем умӗнчех тунӑ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кашкӑрсен тӑватӑ тирне илсе килнӗ.
Министерство хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ кашкӑра Йӗпреҫ районӗнче тытнӑ. Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче пӗрер кашкӑр лекнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Юмансар ялӗ ҫывӑхӗнче кашкӑрсем тухни пирки сас-хура сарӑлче. Шкул автобусӗнче пыракансем тӑватӑ ураллӑскерсем чупнине видео ӳкернӗ. Анчах сунарҫӑсем кайран вӗсем кашкӑрсем пулманнине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енре ачасен ҫуллахи канӑвӗпе тата ҫав тапхӑрта вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «хӗрӳ лини» номерӗпе уҫӑмлатма май пур. Ыйтӑва республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин специалисчӗсем хуравлӗҫ. Телефон номерӗ ҫапларах: 8 (8352) 64-21-82. Шӑнкӑрава ӗҫ кунӗсенче 8 сехет те 30 минутран пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен йышӑнӗҫ. Апат вӑхӑчӗ — 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен.
Путевкӑсем илме заявкӑсене пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑнӗҫ. Заявка кампанийӗ тӑватӑ тапхӑрпа иртӗ:
— пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен социаллӑ центрсенче йышӑнӗҫ (унта йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесене кӗтеҫҫӗ);
— ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен — Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Канаш районӗсенчи шкулсенче;
— ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен — Шупашкарти шкулсенче;
— ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен — ытти районпа хулари шкулсенче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |